Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ашшӗн хуйхи (Кӗмел Кӗпер)

Шур хӑлат пек ывлӑм пурччӗ,
Тискер тӑшман пӗтерчӗ.
Авалхи юрӑран.
>>
Ылттӑнпик эккелӗсем кермене тапӑнакансене ним юлми касса тухрӗҫ. Темиҫен кӑна тарса хӑтӑлчӗҫ.
Анчах вӗсен хура юнӗ мӗн патӑр-ха Ылттӑнпик патшана? Аслӑ ывӑлне, кӑнар-тиккине йӑтса илсе, чӗчӗ ачи пек хӑй ҫумне пӑчӑрта-пӑчӑрта пӗтӗм тӗнче илтмелле ахлата-ахлата илчӗ вӑл. Анчах ним тума та ҫук. Леш тӗнчене кайнисем хӑйсене чунтан-чӗререн юратакан ашшӗ-амӑшӗ патне ниепле таврӑнаймаҫҫӗ.
— Ывӑлӑм-ывӑлӑм! — кӑшкӑрчӗ те кӑшкӑрчӗ Ылттӑнпик. — Кӑнар-тикки! Манӑн шанчӑкам! Манӑн пуласлӑхӑм!..
Часах тарса кайнӑ хурахсене хӑваланӑ эккелсем таврӑнчӗҫ.
— Пурне те каса-каса тухрӑмӑр, — терӗҫ вӗсем, мӗскерле те пулсан хӑйсен патшин хуйхине ҫӑмӑллатас тесе.
— Сутӑнчӑкне! Сутӑнчӑкне тупрӑр-и?! — кӑшкӑрса ячӗ Ылттӑнпик. — Парӑҫ-Пӑрӑнтай пирки калатӑп эпӗ!
— Парӑҫ-Пӑрӑнтай ниҫта та ҫук, — ҫакӑншӑн хӑйсем айӑплӑ пек хуравларӗҫ эккелсем. — Вилнисем хушшинче те, тытса илнисем хушшинче те...
— Тупатӑп! Пурпӗрех тупатӑп! — хаяррӑн каларӗ патша. — Сутӑнчӑка пуҫхӗрлӗ ҫакмасӑр чунӑма кантармастӑп эпӗ!..
Юратнӑ ывӑлне ҫухатнӑ ашшӗн хуйхи мӗн тери пысӑк пулни ҫинчен ҫырса кӑтартма нимӗнле сӑмах та ҫитес ҫук. Тем туса, пӗтӗм тӗнчене тепӗр майлӑ ҫавӑрса лартса ывӑлне чӗртӗччӗ те ҫав май пулсан Ылттӑнпик, анчах ун пек тума ҫук.
Кӑнар-тиккине пытарма масар ҫине пӗтӗм хула халӑхӗ тухрӗ.
Акӑ ӗнтӗ хула ҫумӗнчи Чӳклету тӑрринче патша масарӗ ҫинче кӑнар-тикки валли ӗмӗрлӗх вырӑн, вилшӑтӑкӗ чавнӑ. Ун ҫумӗнче, юман хӑмасенчен тунӑ шурӑ тупӑк ӑшӗнче кӑнар-тикки, пӗтӗм пӑлхар халӑхӗ юратакан Тутимӗр выртать.
Мӑчаварсем, пӗр-пӗринпе ыталаша-ыталаша, кирлӗ таран кӗлӗ сӑмахӗ каларӗҫ:

Тутимӗрӗм, Тутимӗр,
Эпир савнӑ Тутимӗр,
Яланлӑх вырӑну канлӗ пултӑр.
Ырӑ яту пирте юлтӑр.
Йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр,
Чуну ӗреххет куртӑр.

Ҫапла каларӗ те пӗр мӑчаварӗ, сарлака кӗреҫе сухаллӑ ватӑ, Тутимӗр кӑкӑрӗ ҫине типейкке курӑкӗ хучӗ. Ку вӑл — чуна ҫамаллӑх паракан курӑк, вӑл вилнӗ ҫыннӑн чунне аслӑ тӳпене часрах хапарса ҫитме пулӑшать.
Ун хыҫҫӑн вара тупӑк ҫумне тепӗр мӑчавар, типшӗм те ыйту палли пек кукӑрӑлма тытӑннӑ карт пырса тепӗр тӗрлӗ кӗлӗ калама тытанчӗ.

Шурӑмпуҫ килет шуралса,
Шурӑ пир карсан та чарас ҫук;
Хӗвелтухӑҫ килет хӗрелсе,
Хӗрлӗ хӑмач карсан та чарас ҫук;
Телейрен иртекен ҫутӑ тӗнче,
Пирӗнтен те юлӗ-ҫке ҫак тӗнче...
Тутимӗрӗм, Тутимӗр,
Эпир савнӑ Тутимӗр,
Уйӑх ҫинче хӗр сӑнӗ,
Санӑн сӑну ҫук-ҫке.
Чӗкеҫ килӗ-чӗвӗлтетӗ,
Санӑн чӗлхӳ ҫук-ҫке.
Ир тӑрсан та,
Каҫ выртсан та
Санӑн вырӑну пушӑ.
Эпир сана асӑнӑпӑр,
Эсӗ пире ан асӑн.

Карт вара ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн Тутимӗр питне шурӑ пирпе хупларӗ те алмӑчавар енне ҫаврӑнчӗ.
— Ҫак сӑмахсемпе ҫитет пулӗ, — терӗ. — Пирӗн ылттӑн кайӑк ҫывӑрма выртрӗ.
— Тупӑка антарма вӑхӑт, — терӗ алмӑчавар. — Атьӑр, пурте кӑнар-тиккипе сывпулашар.
Ку сӑмахсене илтсессӗн, пӗтӗм хула халӑхӗ хуркайӑк пек карталанса тӑчӗ те, кӑнар-тиккин шурӑ тупӑкӗ тавра хӗвеле май ҫаврӑнма тытӑнчӗ. Ҫапла ҫынсем ҫичӗ хутчен ҫаврӑнчӗҫ.
Ҫак хушӑра мӑчаварсем кӑнар-тиккин вилтӑприне ҫичӗ турат урттӑш пӑрахрӗҫ те:
— Халь ӗнтӗ тупӑка антарма та юрать, — терӗ алмӑчавар. — Кӑнар-тикки пирӗн Ҫӳлти Турӑ патне каять.
Ылттӑнпик ҫак хушӑра, тутисене тӑп тытса, савнӑ арӑмӗпе юнашар ним хускалми тӑчӗ. Ун пӗр енче — Ылттӑнчечпе Пачман, тенӗр енче — Саврӑш-паттӑрпа Любава. Патшан чӗри пӑчӑртана-пӑчӑртан ыратрӗ. Анчах вӑл пӗтӗм халӑх умӗнче хӑйне ҫирӗп тытмаллине, ӑна, патшана, нимле хуйхӑ та ҫӗнтерме пултармассине кӑтартмалла иккенне вӑл паян та питӗ лайӑх ӑнланчӗ. Вӑл Аслӑ Пӑлхарстанӑн патши. Нимле тӑшман та ҫак аслӑ та чаплӑ патшалӑх ертӳҫин хуйхине курса ан савӑнтӑр.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-17 18:29:10 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2529 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем